Саламларĕç

Саламларĕç

Паян пирĕн шкулта ĕмĕрĕпе ачасене тутлă апатпа тивĕçтерес ĕçе парăннă Наталия Михайловна Данилована 50 çулхи юбилейĕпе саламларĕç. Шкул ĕçченĕсемпе ачасем апат залĕнче йышлăн пуçтарăнчĕç. Наталья Михайловнăна пурнăç илемĕпе кунсерен савăнса пурăнма юман пек çирĕп сывлăх, вăрăм та çутă кун-çул, шутланисене пурнăçа кĕртме ăнăçу, çăл куç тапиллĕ телей сунчĕç. Наталия Михайловна – шкул ачисемпе вĕрентекенсен хисеплĕ, лара-тăра пĕлми, хăй ĕçне чунтан юратакан çынĕ. Пухăннисем ăна нумай çул пурăнма, юратнă ĕçĕпе шкулăн туслă йышне савăнтарма ырă сунчĕç.