Çĕнĕ çул уявĕсем иртрĕç

Ĕнер шкулта ёлкăсем иртрĕç. Пĕтĕмпе 4 уяв пулчĕ. Малтанхи икĕ ёлка шкулти ача панчинче пулчĕ. Ун хыççăн 1-5 классенче вĕренекенсем хăйсен савăнăçлă уявне ирттерчĕç. Каç енне вара 6-9 классем балмаскарада пухăнчĕç. Пĕр сăмахпа каласан, уяв кунĕ аван иртрĕ.