Çырвçăсемпе тĕл пулчĕç

Çырвçăсемпе тĕл пулчĕç

Паян Михайловкăри тĕп шкулта чăваш çыравçисемпе нумайлăха асра юлмалли тĕл пулу пулчĕ. Шкула ачасем патне хăнана Анатолий Хмыт, Владимир Степанов, Лариса Петрова килчĕç. Вĕсем хăйсен пурнăçĕпе тата хайлавĕсемпе паллаштарчĕç. Пухăннисен йышлă ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Ачасене ытларах шкул программине кĕнĕ хайлавсем мĕнле çырăнни кăсăклантарчĕ. Çыравçăсем шкул библитекине хăйсен кĕнекисене парнелерĕç. Юлашкинчен йышпа сăн ÿкерĕнчĕç.