Улма пахчине тирпейлерĕç

Улма пахчине тирпейлерĕç

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче пирĕн шкулта субботник пулчĕ. Ку пысăк тирпей ĕçне шкулти мĕнпур вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, шкулти хуçалăх ĕçне тăвакансем хастар хутшăнчĕç. Йышпа пуçланă ĕç кал-кал пычĕ - шкулăн улма пахчине йĕркене кĕртме пултарчĕç пысăк ушкăнпа. Паян пуçланă ĕç çитес кунсенче те малалла пырĕ, шкул тавралăхĕпе пурне те килĕшÿллĕ пултăр тесе пурте тăрăшса ĕçлеме пулчĕç.