Вӑйӑ картине пуҫтарӑнчӗҫ

Вӑйӑ картине пуҫтарӑнчӗҫ

Чӑваш чӗлхи эрни малалла пырать.  Паян, ака уйӑхӗн 26- мӗшӗнче, 2-мӗшпе 3 -мӗш класри ачасем (кл. рук. Павлова О. Н.) вӑйӑ картине пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсем чӑваш ачи-пӑчисен вӑййисене вылярӗҫ, ташларӗҫ, сӑвӑсем каларӗҫ, юрӑсем юрларӗҫ. Вӑйӑ савӑнӑҫлӑ иртрӗ.